Африка

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Африка

АфрикаВăтаçĕр тинĕсĕн тата Хĕрлĕ тинĕсĕн кăнтăр енче, Атлантика океанĕнчен тухăç енче тата Инди океанĕнчен анăç енче вырнаçнă континент. Лаптăкĕ — 30 065 000 çм², е Çĕр çинчи 20,3 % пайĕ. Африкăра 800 млн. яхăн çын пурăнать.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунта икĕ раса халăхĕ тĕл пулать: негр евĕрлисем — Сахарăран кăнтăралла, европа евĕрлисем — çурçĕр Африкăра (арабсем) тата КАР (бурсемпе акăлчан-кăнтăрафриканецсем). Африкăра пурĕ 56 çĕршыв. Вĕсенчен чылайăшĕ Европа патшалахĕсен колонисем пулнă, ирĕклĕхе XX ĕмĕрти 50-60-мĕш çулсенче çеç çĕнсе илнĕ.

Унчен ирĕклĕхе Египет (1922), Эфиопи (1941), Либери (1847) тата Кăнтăр Африка Республики (1910) тухнă пулнă. Континентăн çурçĕрĕнче Испани çĕрĕсем — Сеута, Мелилья. Кунта ислам, христианлăх (католиксем, протестантсем, православсем, монофизитсем) тĕнĕсем сарăлнă.

Африкăри чи анлă сарăлнă чĕлхесем шутне араб, акăлчан, франци, суахили, конго, фульбе чĕлхисем кĕреççĕ.

Климачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Континентсем
Австрали | Ази | Антарктида | Африка | Европа | Кăнтăр Америка | Çурçĕр Америка