Ютсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ютсен Британири çĕрĕсем, 575 ç. тĕлне

Ютсем, — Ютланди çурутравĕнче пурăннă герман йăхĕ. V ĕмĕрте çурутрава дансем çĕнсе илнĕ хыççăн вĕсен пĕр пайĕ дансемпе хутшăнса пĕтнĕ, тепĕр пайĕ анкăлсемпе тата сакссемпе пĕрле Британине куçса Кент патшалăхне туса хунă. IX ĕмĕрте христианлăх тĕнне йышăннă.

Вĕсем авалхи акăлчан чĕлхине пысăк витĕм кӳнĕ, вĕсен пуплевĕн уйрăмлăхĕ акăлчан чĕлхин кент диалектĕнче сисĕнет.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шор Т. У. Глава IV. Юты, готы и норманны // Происхождение англо-саксонской расы. — Лондон: 1906. — С. 49-65.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]