2008.11.26 ПĔЧĔК ЯЛСЕН ПУЛАСЛĂХĔ ПУР (Хыпар)
     
 
 Наименование 
 Текст 
 
ЮРПА çумăр хутăшĕ çуса тăнине пăхмасăрах Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйсенчен вунă çухрăмра вырнаçнă Çиçĕмкасси поселокне кайма çуранах тухрĕ. Нумай та утмарĕ, çăмăл машина хăваласа çитрĕ. Руль умĕнче ларакан Владимир Марушева, ял тăрăхне кĕрекен “Путиловка” хуçалăх ертÿçине, çийĕнчех палласа илчĕ вăл. “Васкатăр тем. Машинăна кĕтсе тăрса вăхăт ирттермен”, - шÿтлереххĕн сăмах хушрĕ Владимир Авенирович, ăна хăйĕнпе юнашар ларма чĕннĕ май. Кăмăла кура кăмăл тенĕ пек, шÿте шÿтпех тавăрчĕ Нина Михайловна: “Васкамалла çав, питĕ васкамалла паян. Çавăнпа çула та икĕ урана шансах тухрăм...”

Владимир Авенирович хăй шăпах Çиçĕмкассинчен. Республикăра çакăн пек ятлă ял тек çук. Ăна 1922 çулта никĕслекенĕсем Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçапа Кĕлĕмкасси хресченĕсем пулнă. Мăн аслашшĕсем çак вырăна суйласа илсе йăнăшманшăн савăнмаллипех савăнать хуçалăх ертÿçи. Савăнмасăр! Юнашарах - хутăш вăрман: тÿп-тÿрĕ хурăнсене ĕмĕрхи хырсем улăштараççĕ, капмар кÿлепеллĕ кĕреш юмансенчен пăрăнатăн кăна - куç умне тăпăл-тăпăл çăкасем тухса тăраççĕ. Вăрман çумĕпе пĕчĕк кăна юхан шыв “чупса” иртет, хăйĕн хумĕсене Кушлавăша хăвалать. “Çуралнă тăрăха, унăн чуна тыткăнлакан илемне ытараймасăр, гудрон шăршиллĕ хуларан тăван яла таврăнтăм вĕт, - кăмăлĕ савăк пулнине палăртса пĕлтерчĕ Владимир Авенирович такăр çулăн сылтăм енĕпе вĕлтлетсе юлакан йывăçсем çине ытарлăн куç ывăтнă май. - Ял-йыш мана çавăнтах пысăк та яваплă ĕç шанса пачĕ. Мĕнле тÿрре кăларса пырас-ши ăна?”

“Сирĕн иккĕленÿллĕ шухăш ытамне лекме нимĕнле сăлтав та çук, - сăмах хушрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Правлени тилхепине алла илнĕ-илменех мĕн чухлĕ ырă улшăну пулса иртрĕ. Тахçан акăнмасăр выртнă пусăсем каллех тыр-пул ÿстерме тытăнчĕç, фермăсенче выльăх йышĕ хушăнчĕ. Кусем пĕтĕмпех сирĕн тăрăшулăхăрпа çыхăннă. Эсир тăван ялăра нумай пулмасть чаплă парне кÿтĕр: Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкассине асфальт çулпа çыхăнтартăр. Вун-вун çул пылчăк çăрса нушаланнă ял çыннисемшĕн çав йывăрлăхсем пĕтĕмпех хыçала юлчĕç. Сире çавăншăн алă çинче йăтса çÿремелле...”

Çиçĕмкассине çитсе кĕни иккĕшĕншĕн те нимĕн чухлĕ те сисĕнмерĕ. Ялти клуб умĕнчи лапамра анса юлчĕ Нина Михайловна, çăмăл машина вырăнтан хускаличчен хуçалăх ертÿçине хăйне мĕнле сăлтав çакăнта илсе килнине уçса пама ĕлкĕрчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: “Паян ку поселокра район администрацийĕ пуçарнипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсен “çавра сĕтел” хушшинчи калаçăвĕ пулать. Ĕçтешĕмсем килсе çитиччен вĕсене кĕтсе илме хатĕр тăрас терĕм”. Владимир Авенирович çакна илтсен сăмах хушмасăр тÿсеймерĕ: “Кун йĕркинче мĕнле ыйту пулни вăрттăнлăх мар-и?” “Пĕчĕк ялсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, вĕсенчи социаллă ыйтусене пурнăçа кĕртесси мĕнлерех пыни çинчен калаçасшăн. Вăхăтăр тупăнсан эсир те хутшăнма пултаратăр. Хаваспах йышăнăпăр”, - терĕ Нина Михайловна вăрăм çула кĕскетнĕ машина хуçине тав туса.

Тĕл пулу палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Пысăках мар клуб самантрах йышлă çынпа тулса ларчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен калаçăвне итлеме Çиçĕмкассисем те кăмăл тунăран залра улма ÿкмелĕх те вырăн çук. Район пуçлăхĕ Анатолий Иванович Петров çак мероприятие мĕншĕн Йĕпреç, Вăрнар тата Канаш районĕсем чикĕленекен ялта ирттернин сăлтавне уçса пачĕ. “Çиçĕмкасси Чăваш Республикин Президенчĕн истори пĕлтерĕшлĕ 68-мĕш номерлĕ Указне пурнăçласа яла асфальт çулпа çыхăнтарнă юлашки “пăнчă” пулчĕ, - терĕ вăл. - Çапла вара Йĕпреç тăрăхĕнче пысăк калăпăшлă тĕллевлĕ программа ăнăçлă пурнăçланчĕ, виçĕ çул хушшинче 45 яла 66 çухрăм тăршшĕ паха, шанчăклă çул илсе çитертĕмĕр. Çак тапхăрта тĕрлĕ çăл куçран уйăрнă 600 миллион тенке яхăн ĕçе кĕртрĕмĕр”.

Район пуçлăхĕ çул-йĕр тăвас ĕçре уйрăмах пуçарулăх кăтартнă организацисене тав турĕ. Кăçал районти пĕчĕк ялсенче пурăнакансене ăста строительсем кÿнĕ савăнăç-телее мĕнле виçмелле-ши? Савккапа Çĕнĕ Кĕлĕмкасси те, Турипе Анатри Кĕлешкасси те, Алшикпе Мереçен те, вăрманта вырнаçнă ял-поселоксем те асфальт çулсемпе çыхăнчĕç. Çак çитĕнÿре, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен сумлă тÿпи пур. Вĕсем хĕрÿ тапхăрта халăхпа пĕрле пулчĕç, Президентăн анлă малашлăх палăртакан программи çинчен ял çыннисене ăнлантарса пачĕç. “Çавра сĕтел” калаçура кун пирки тĕплĕ сăмах пычĕ. Кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çакна витĕмлĕн çирĕплетекен тĕслĕх илсе кăтартма тăрăшрĕ. “20 киллĕ Ленинкассинче пурăнакансем хăйсем патне темиçе миллион тенкĕ тăракан асфальт çул çитсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, - палăртрĕ Хурамал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов. - Совет влаçĕн çулĕсенче ку ял малашлăхсăррисен шутне лекнĕччĕ. Кунта чул çурт лартма та чарнăччĕ. Паян Ленинкасси ыттисенчен мĕнрен кая? Пушă ларакан çуртсем çук халь ялта. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн тăван кĕтесĕнчех тĕпленсе пурăнасшăн...”

Валерий Витальевич илсе кăтартнă тĕслĕхе паян кашни ялтах курма пулать. Николай Федоров Президент каланă пек, “Чăваш Енре кăçалтан ял çĕрĕнче тахçантанпах кĕтнĕ кăна мар /халăх пурăнакан вырăнсене газпа тивĕçтернине шута илсе/, Раççей пурнăçĕнче сайра тĕл пулакан ĕçлемелли тата пурăнмалли майсем йĕркеленеççĕ”. Тĕл пулура Ленинкасси пек пĕчĕк ялсем “иккĕмĕш пурнăçа куçни” çинчен Пучинкепе Кĕлĕмкасси, Энтриелпе Эйпеç, Шăрттанпа Березовка ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Иван Денисовпа Ираида Ильина, Виталий Андреевпа Борис Петров, Надежда Ефремовăпа Людмила Юрина хавхаланса каласа пани те килĕшрĕ Çиçĕмкассисене. Ара, вĕсем хăйсем те терт-асапне “тăраничченех” курнă-çке. Тăххăрмĕш теçеткене ярса пуснă поселок иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче пĕтес патнех çитсе тăнă. 60 киллĕ ял куç умĕнчех юхăнса-хавшаса пынă. Тустару çилĕ вĕри иртнĕ ун çийĕн. Паян унта пĕтĕмпе те 25 кил кăна. Малашлăхра Çиçĕмкасси ура çине çирĕппĕн те шанчăклăн тăрасса, вăл çĕршывра туса ирттерекен пысăк калăпăшлă программăсене пурнăçлама хастар хутшăнасса шанаççĕ кунти çынсем. Панкрута тухас хăрушлăх патне çитсе тăнă “Путиловка” хуçалăха Çиçĕмкассинче çуралса ÿснĕ Владимир Марушев ертсе пыма тытăннăранпа ырă, савăнтаракан улшăнусем тăтăшах пулса иртеççĕ ку тăрăхра. Владимир Авенирович çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва кун йĕркинчех тытать. Хастаррисене, пуçаруллисене хавхалантарасси те - тĕп вырăнта. Çĕнĕ ертÿçĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пынинче çитĕнÿ çăл куçне курса тăрать...

“Çавра сĕтел” чылайччен тăсăлчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çакăн пек тĕл пулусене вырăна тухса ирттернин усси витĕмлĕ пулнине палăртрĕç.

Петр ИВАНОВ

TopListСводная статистика портала