Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.08.2016 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, 22 - 24 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Атьăр пурте пухăнар-ха
Ешĕл урам варрине.
Пурте, пурте тытăнар-ха
Пирĕн туслăх юррине.
Савăнса выляр, кулар-ха
Чун чĕре çĕкленнипе.
Питенкассем, аялкассем
Пурте паян пирĕнпе!
Атьăр вăййа тухар-и,
Савнăç юрри юрлар-и,
Йĕс шăнкăрав пек сасăсемпе
Чакăлтăм ятне мухтар-и!
Çак йĕркесемпе пуçларĕç Теччĕ районĕнчи Чакăлтăм ялĕнче тăваттăмĕш хут иртекен Çимĕк уявне. Никам хистемесĕр, йăлăнмасăр халăх хăй кăмăлĕпе тухать çак уява. Çак кун чăваш наци тумĕсем тăхăнса тухни те уяв йăли. Кăçал тата çĕнĕлĕх кĕртнĕ: чакăлтăмсем çак çуллахи праçникре утсемпе чупса ăмăртрĕç. Чакăлтăм ялĕ Пăхăрçă ял хутлăхне кĕрет. Унăн ертӳçи Н.А.Максудов тата уява ирттерме пулăшаканĕ «Алга» тулли мар яваплăхлă обществăн председателĕ Х.А.Измайлов ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕç, çĕнтернĕ юланутçăсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Чупура пĕрремĕш «Утес» лашапа В.Федотов (чакăлтăмсем) килчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта Пăхăрçă ялĕнчи «Град» тата «Сирень» ятлă утсемпе Ильфатпа Харис Хисамовсем пулчĕç.
Пухăннă çынсем вăйă картинче тĕслĕ хăюсем тытса çаврăнма пуçларĕç. Ташларĕç, юрларĕç вăйă каларĕç çак кун чакăлтăмсем. Килнĕ хăнасене, ватăсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа сăйларĕç.
«Çимĕк уявне Чакăлтăмра мĕн авалтанах ирттернĕ. Унта пĕтĕм тавра ялсенчен пуçтарăннă. Эпир çак уява çĕнĕрен чĕртсе çамрăксене нумайрах явăçтарасшăн, вĕрентсе хăварасшăн. Паянхи уява республикăра пыракан Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулне халалларăмăр», – терĕ мероприятие ертсе пыракан ялти шкул завучĕ Л.С.Семенова. Ыр кăмăллăх йăлине те манмаççĕ чакăлтăмсем. Пĕлтĕр Чĕмпĕр хулинче пурăнакан усламçă Н.А.Вальшиков яла пулăшса укçа парса хăварнă. Çав укçапа клуб урайне сăрă илсе сăрланă.
Кашни çыншăн тăван кĕтес чăн хакли пулса тăрать. Вăл ялан хăй патне туртать. Вырăнтисем Çимĕке тăван ялне тĕрлĕ хуласенчен таврăннă ял-йышĕсене ачалăхĕсене аса илтерекен уявра савăнтарчĕç.
Çак вăхăтлăх канура утă ĕçĕсем пуçланас умĕн ял халăхĕ савăнса пурнăçа илем кӳрет.
 
: 947, Хаçат: 24 (806)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: